Суд приставӗсен ӗҫӗ ҫапла – парӑмсене шыраса илесси. Ҫав шутра – алимент укҫине те. Ҫак кунсенче приставсем алимент тӳлемен ҫынсем хӑш районсенче ытларах пулни пирки каласа кӑтартнӑ.
Алимент тӳлемесӗр парӑма кӗнисем Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче нумай. Ҫак муниципалитетсенче кашни 68-85-мӗш ҫын парӑмҫӑ-мӗн. Комсомольски, Патӑрьел, Елчӗк, Етӗрне, Муркаш районӗсенче вара ку енӗпе лару-тӑру лайӑх.
Алиментпа парӑма кӗнисен 9 проценчӗ – хӗрарӑмсем. Парӑма татмасан приставсем мерӑсем йышӑнаҫҫӗ. Акӑ кӑҫал кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне 2 пине яхӑн ҫынна автомобиль рулӗ умне ларма чарнӑ.
Пӗлтӗр парӑмҫӑсенчен 8,5 пин ача валли 175 миллион тенкӗ шыраса илнӗ. 1400 ҫынна административлӑ майпа явап тыттарнӑ, 673 пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Патӑрьел районӗнче вӑрманҫӑсем хир сыснисене хӗл каҫма пулӑшас тӗллевпе апатлантараҫҫӗ. Юр ҫусан, сивӗтсен чӗрчунсем валли апат сахалланать, ҫавна май вӗсене пулӑшу кирлӗ.
Районта апатланмалли лапамра хир сыснисем валли тутлӑ ҫимӗҫ хунӑ. Ытларах ушма апатлану вырӑнне тырӑ параҫҫӗ. Хальхинче вӑрманҫӑсем 300 килограма яхӑн урпа хурса панӑ. Специалистсем ку хир сыснисене хӗл каҫма пулӑшни пирки калаҫҫӗ. Уйрӑмах – ҫамрӑк чӗрчунсене.
Сӑмах май, кӑрлачӑн 1-31-мӗшӗсенче ҫулталӑк тултарман хир сыснисене пеме юрать. Анчах ятарлӑ вырӑнсенче тата апатлану лапамӗсенче кӑна.
Чӑваш Енри пульницӑсем «Ҫӗнӗ поликлиника» проектпа малалла ӗҫлеҫҫӗ. Кӑҫал ҫав программӑна тата тепӗр 4 учреждени кӗнӗ. Ҫапла вара йыш 22-е ҫитнӗ.
Ҫӗнӗлле ӗҫлекен пульницӑсен ертӳҫисемпе ӗнер Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче канашлу иртнӗ. Унта «Создание новой модели медицинской организации, оказывающей первичную медико-санитарную помощь» (чӑв. Медицинӑпа санитарин пӗрремӗш пулӑшӑвне кӳрекен медицина организацийӗсене ҫӗнӗ меслет ҫине куҫарасси) проекта сӳтсе явнӑ. Канашлӑва пӗрремӗш министрӑн ҫумӗ Ирина Виноградова ертсе пынӑ.
«Ҫӗнӗ поликлиника» проекта кӑҫалтан Улатӑр районӗнчи тӗп пульницӑна, Ҫӗмӗрлери территорисем хушшинчи медицина центрне, Етӗрне тата Патӑрьел район пульницисене кӗртнӗ.
ЧР Сывлӑх сыхлав министерствинче ҫӗнӗлӗх халӑхшӑн тӑрӑшнипе ҫыхӑннӑ тесе ӗнентереҫҫӗ. Вӑхӑта перекетлӗ усӑ курнине пула тухтӑрсем папциентсемпе ытларах калаҫайӗҫ тесе шантараҫҫӗ.
Ҫӗнӗ ҫул умӗн Комсомольски районӗнчи Хырай Ӗнел ялӗнче ҫӗнӗ культура ҫурчӗ уҫӑлни пирки нумай пулмасть хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: унта 150 вырӑнлӑ ҫӗнӗ ҫурт хӑпартнӑ. Клубра курав залӗ, гримерка пӳлӗмӗ, вулавӑш, кружоксем ирттермелли пӳлӗмсем пур.
Кунашкал ырлӑх Патӑрьел районӗнче те пулнӑ. Ишлӗ ялӗнче тӳрех икӗ савӑнӑҫ: автуҫул тата культура ҫурчӗ уҫнӑ. Ишлӗ ялӗнче мероприяти «Ҫӗнӗ клуба каяс килет» театрализациленӗ представленирен пуҫланнӑ. Унтан хӗрлӗ хӑйӑва каснӑ. Кун хыҫҫӑн ял халӑхӗ ҫӗнӗ клуба курса ҫаврӑннӑ, концертпа киленнӗ.
ЧР Культура, национальноҫ тата архив ӗҫӗсен министерстви ялсенчи чи лайӑх культура учрежденийӗсен тата вӗсен ӗҫченӗсен конкурсне пӗтӗмлетнӗ.
Патӑрьел районӗнчи Туҫа ялӗнче вырнаҫнӑ вулавӑш «Ялти чи лайӑх вулавӑш» номинацире ҫӗнтернӗ. Учреждени вулакансене компьютер технологийӗсемпе ҫыхӑннӑ ҫӗнӗ формӑсем сӗнет, вулавӑш проекчӗсене пурнӑҫлас ҫӗре хастар хутшӑнать.
Ҫакна та палӑртма кӑмӑллӑ: Туҫари вулавӑш ҫулталӑк тӑршшӗпех районти, республикӑри тата регионсен хушшинчи мероприятисене хастар хутшӑннӑ.
Васкавлӑ медпулӑшун пӗр станцин пуҫлӑхне руль умне ӳсӗр ларнӑшӑн тытса чарнӑ. «Антидилер» юхӑмӑн Инстаграмри страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ҫӗнӗ васкавлӑ медпулӑшу машинисен уҫҫисене панӑ хыҫҫӑн пулнӑ.
Ҫав кун ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Улатӑрти, Ҫӗрпӳри, Канашри, Ҫӗмӗрлери, Етӗрнери тата Патӑрьел районӗнчи васкавлӑ медпулӑшу подстанцисем валли туяннӑ 70 машина уҫҫине панӑ. Каҫхине вара пӗр подстанцин пуҫлӑхне ӳсӗр тытса чарнӑ.
«За рулем» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, сӑмах Ҫӗрпӳри подстанци пуҫлӑхӗ пирки пырать. Вӑл, руль умне ӳсӗр ларнӑскер, тытса чарнӑ чухне ҪҪХПИ ӗҫченӗсемпе хӑратнӑ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев васкавлӑ пулӑшура тата вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсене машина уҫҫисем панӑ. Шурӑ халатлисене илсен, транспорт Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Улатӑр, Канаш, Ҫӗмӗрле, Етӗрне хулисемпе тата Патӑрьел районӗсене лекнӗ.
Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн службине кӑҫал 235 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Пурӗ 84 автомашина туяннӑ.
Республика ертӳҫи Шупашкар хулинчи Ленин районӗнчи 2-мӗш подстанцири реанимаци уйрӑмӗнче вӑй хуракансене мухтанӑ, вӗсенчен хӑшӗсене Михаил Игнатьев Элтепер Тав хучӗсемпе чысланӑ.
Вӑрмансене пушартан сыхламалли автомашинӑсене улатӑрсем, вӑрнарсем, йӗпреҫсем, канашсем, сӗнтӗрвӑррисем, шӑмӑршӑсем, ҫӗмӗрлесем, етӗрнесем тата Шупашкар районӗсем тивӗҫнӗ.
Паян, раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ ялӗнчи Яковлевсен нумай ачаллӑ ҫемйине икӗ хутлӑ ҫӗнӗ кирпӗч ҫурт уҫҫине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ. Кун пирки райадминистраци сайчӗ хыпарланӑ.
Ҫӑраҫҫи пама райадминистраци пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Станислав Никитин, вырӑнти культура учрежденийӗсенче ӗҫлекенсем пынӑ. 108 тӑваткал метрлӑ ҫурта ҫул ҫитмен пилӗк тата ытларах ача ӳстерекен ҫемьесен пурӑнмалли условийӗсене лайӑхлатма пулӑшакан ятарлӑ программӑпа килӗшӳллӗн вырӑнти усламҫӑран 3 миллион тенкӗпе туянса панӑ.
Палӑртса хӑвармалла, Патӑрьел районне кӑҫал ҫак программӑпа килӗшӳллӗн 8 миллион тенкӗ ытларах уйӑрса панӑ. Ку нухратпа пысӑк йышлӑ виҫӗ ҫемьене ҫуртлӑ тума палӑртнӑ. Икӗ ҫемьене уҫӑ панӑ ӗнтӗ, теприсем раштав вӗҫӗнче ҫӗнӗ ҫурта куҫӗҫ.
Чӑваш Енри виҫӗ агропромышленность предприятийӗ Мускавран пысӑк сумма укҫа илӗ. Вӗсем кӑҫал калӑпӑшлӑ инвестици проекчӗсене пурнӑҫа кӗртнӗ. Ансартрах каласан, выльӑх-чӗрлӗх фермисем хута янӑ.
Федераци хыснинчен субсиди илмелли конкурсра Патӑрьел районӗнчи «Исток» тулли мар яваплӑ общество, Хӗрлӗ Чутай раойнӗнчи «Коминтерн» ял хуҫалӑх кооперативӗ, Вӑрнар районӗнчи «Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ» акционерсен обществи ҫӗнтернӗ. Малтанхисем пӗрер проект тӑратнӑ, юлашкинчен асӑнни — иккӗ.
Вӗсен пӗтӗмӗшле смета хакӗ 326 миллион та 400 пин тенке ларнӑ. Проект хуҫисене хыснаран 81 миллион та 600 пин тенкӗ лекмелле.
Кӑҫал, сӑмах май, Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсем 32 инвестици проектне 1 миллиард тенкӗлӗх пурнӑҫа кӗртнӗ.
Чӑваш Енре кӑҫал пуҫтарса кӗртнӗ ҫӗр улмин пысӑк пайне республикӑри виҫӗ районта туса илнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствин инноваци, отрасль аталанӑвӗн тата ҫӗр ӗҫӗн пайӗ пӗлтерет.
Ҫӗр улми туса илессипе тӑван республикӑмӑр кӑҫал федерацин Атӑлҫи округӗнче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Асӑннӑ культурӑн калӑпӑшӗпе пирӗнтен Чулхула облаҫӗ тата Тутар Республики ирттернӗ. Кунта сӑмах ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе пысӑк фермерсем пирки пырать.
Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче тата хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсенче иккӗмӗш ҫӑкӑра 142,5 пин тонна туса илнӗ. Тухӑҫ гектартан вӑтамран 185,1 центнер тухнӑ.
Республикӑра туса илнӗ мӗнпур ҫӗр улминчен 44,5 проценчӗ Куславкка, Патӑрьел, Комсомольски районӗсене тивет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ.
| Луутонен Йорма Калерво, чӑвашпа ҫармӑс чӗлхине танлаштарса тӗпчекен ҫуралнӑ. | ||
| Филиппова Лидия Ивановна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Родионов Леонид Никонорович, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |